Ҫапларах пӗлтерет ЧНК сайчӗ. Асаилтеретпӗр, ҫак конкурс иртнӗ шӑматкун Чӑваш патшалӑх филармонинче иртрӗ. Унта пурӗ 37 юрӑҫ хутшӑннӑ.
Юрлакансем Чӑваш Енри тӗрлӗ районӗсемсер пуҫне Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенчен, Ӗремпур, Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен ҫитнӗ.
Мала тухнисен йышӗнче ҫавӑн пекех ҫаксене асӑнма пулать: Ульяна Питакова (Шупашкар, 1-мӗш вырӑн), Кристина Николаева (Шупашкар районӗ, 2-мӗш вырӑн), Анатолий Ефимов (Пушкӑртстан, 3-мӗш вырӑн) тата Лидия Одинцова (Шупашкар, 3-мӗш вырӑн). Вӗсем фестиваль-конкурсӑн лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Дипломантсем: Ангелина Васильева (Шупашкар), Марина Васильева (Пушкӑртстан), Зарима Князева (Елчӗк районӗ), София Афанасьева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Оксана Казанцева (Пушкӑртстан) тата Ольга Егорова (Ӗремпур облаҫӗ).
Сарӑту облаҫӗнчи Анна Некезовӑна «Чи ҫепӗҫ чӑваш юрӑҫи» номинацире палӑртнӑ, Тутарстанри Анжелика Еремеевӑна — «Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ», Шупашкарти Михаил Иванова — «Хӑйне евӗрлӗ ӑста юрлакан юрӑҫ». Куславкка районӗнчен Елена Терентьевӑна вара «Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн парни» лекнӗ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн хӑш-пӗр вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйламалли кун пулчӗ. Сасӑлав 11 районта иртрӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав 44 кандидат хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗр вырӑншӑн вӑтамран 3 кандидат кӗрешнӗ пек пулса тухать. Кашни округрах «Пӗрлехи Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулас тесе кӗрешӗве тӑватӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем тӗллӗн кандидатурӑсене тӑратнӑскерсем, тӑваттӑмӗшӗн Анатолий Семеновӑн, ятне маларах асӑннӑ парти сӗннӗ. Юлашкинчен асӑнни ҫӗнтернӗ те. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхне ӳлӗмрен Сергей Михайлов, Комсомольски районӗнчи Шурута Елена Козлова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла Владимир Алексеев, Вӑрмар районӗнчи Кавала Василий Адюков ертсе пырӗҫ.
Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче вара вырӑнти депутата суйланӑ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир пуҫарнӑ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса майӗпен ӗҫсем килсе тӑра пуҫларӗҫ-ха. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 20 ҫитрӗ.
Ӗҫсем Муркаш, Куславкка, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисенчен ҫитрӗҫ. Республика тулашӗнчисем те айккинче тӑрас темен — Тутарстанри Пӑва районӗнчи Тутиел шкулӗнчен 5 видеосӑвӑ ҫитрӗ. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫсем те пур, ахаль ҫырнисем те. Пурне те малти вырӑна тухма ӑнӑҫу сунатпӑр! Кашни 20 видеосӑвӑпа «Шкул ТВ» каналӗнче паллашма пулать: www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BLcLWij46nFSfNk58vw2kE_. Хутшӑнакансен йышӗпе паллашас тесен ҫак документа (Google Docs-ра хатӗрленӗ, пурте курма пултараҫҫӗ) уҫма пултаратӑр.
Асаилтеретпӗр, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле пуҫартӑмӑр.
Нумаях пулмасть Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри рейтингӗн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ пулнӑ. 2011-мӗш ҫултанпа йӗркелекенскер хальхи — 6-мӗш пӗтӗмлетӳ. Сайт танлашӑмне ку хутӗнче 2014 ҫулхи хӗллехи уйӑхсенче тишкерни тӑрӑх хатӗрленӗ.
Ҫурҫул каяллахипе танлаштарсан танлашӑма хутшӑнакансен йышӗ 69 процент нумайланнӑ иккен. Унта Раҫҫейӗн 80 субъектӗнчи 3 211 шкул хутшӑннӑ. Пысӑк пахалӑхлӑ сайтсен шутне 605-ӗн кӗнӗ.
Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри танлашӑм координаторӗ Елена Королева пӗлтӗрхипе танлаштарсан рейтинга хутшӑнакансен йышӗ кӑна мар, сайтсен пахалӑхӗ те ӳснине палӑртнӑ.
Асӑннӑ рейтинга Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут хутшӑнать иккен. Пӗрремӗш рейтингра вӑл «Чи лайӑх шкул сайчӗ — 2010» диплома тивӗҫнӗ. Хальхинче вӑл Чӑваш Енре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи Федераци округӗнче — 34-мӗш, Раҫҫейре — 492-мӗш. Аслӑ пӑла Тимеш шкул сайчӗн администраторӗ информатика учителӗ А.Г. Пласкин шутланать. Чи чӑвашла районтан пулин те сайта чӑвашла йӗркелемен ҫав.
Октябрь урамӗнче вырнаҫнӑ районти прокуратура умӗпе утса иртме кӑмӑллӑ тесе пӗлтерет Елчӗк район администрацийӗ.
«Саккун хушнипе пурӑнма хистекен прокуратура ӗҫченӗсем хӑйсем те кулленхи пурнӑҫри кашни кунхи ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ. Иртнӗ кунсенчи уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ушкӑнпа тухса территорие тирпей-илем кӗртни те ҫакнах ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем ыттисенчен маларах, районта ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче экологи уйӑхӗ пуҫланичченех тума ӗлкӗрчӗҫ», — шӑрҫаланӑ райадминистраци сайтӗнчи информацире.
«Ҫуркуннехи илеме маларах курас килнипе вӑхӑта васкатса урама тасатма, тирпейлеме тухрӑмӑр», — тенӗ иккен прокуратурӑра тӑрӑшакансем.
Чӑваш Енӗн аграрийӗсем Раҫҫейӗн ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен Волгоград хулинче иртнӗ сьездне хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен хресченӗсенчен йышра Елчӗк районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществин ертӳҫи Петр Скворцов, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Нива» кооператив председателӗ Владимир Мурайкин, Красноармейски районӗнчи Леонид Посадский фермер пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен съезчӗ терӗмӗр те, пирӗн патри халӑх тарҫисем те унта хутшӑннӑ.
Депутатсен съездне аграрисем епле лекнӗ-ши тесе ытлашши пуҫ ватма кирлӗ мар. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви кун пирки ӑнлантарнӑ тӑрӑх хакласан, унта чаплӑ хресченсем кайма тивӗҫнӗ. Елчӗк районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑх, акӑ, Чӑваш Енӗн аграри отрасльне йӗркелекен хуҫалӑхсенчен пӗри шутланать. «Нива» выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илет иккен, Леонид Посадский фермер сурӑх ӗрчетет. Тӗрлӗ ӑратлӑ ҫак выльӑх паян унӑн 100-е яхӑн-мӗн. Услама вӑл ӗҫ пуҫаракан фермерсене патшалӑх уйӑракан укҫана — «кӗмӗл» виҫи 1 миллион тенкӗ ытла — тивӗҫнипе пуҫарнӑ.
Съезда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ 2 пине яхӑн делегат хутшӑннӑ.
Ӗнер Елчӗкре пурӑнакан Евгения Семеновна Кушникова 100 ҫул тултарнӑ. Паллах, сумлӑ ҫак юбилейпе Елчӗкри тӳре-шара саламланӑ: Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Леонард Левый, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Сайкин, РФ Пенси фончӗн Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Яковлева тата ыттисем саламланӑ.
Леонард Левый Евгения Семеновнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне панӑ. Юбиляр патне ҫитнӗ Силуан иеромонах Евгения Семеновнӑна 100 ҫул каялла Лаш Таяпари храмра шыва кӗртнине пӗлтернӗ. Хӑйӗн прихучӗ ятӗнчен вӑл турӑш реликвие парнеленӗ.
Сӑнсем (9)
Владимир Захарова наградана тивӗҫнӗ. Мӗншӗн? Ҫынсене пушарта ҫӑлнӑшӑн.
Елчӗк районӗнчи Элпуҫ ялӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Кооператив урамӗнчи ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта вара 82 ҫулти арҫын тата унӑн 4, 5 ҫулсенчи мӑнукӗсем пулнӑ. Пӳрт ҫийӗн йӑсӑрланакан ҫӑра тӗтӗме ентешӗсем курнӑ. Владимр Захаровпа Алексей Алексеев хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫынӑннине ҫӑлма ыткӑннӑ. Пушар патне ҫитсен Владимир Захаров чӳречерен шала кӗнӗ, Алексей Алексеев урамра юлнӑ. Ҫак вӑхӑталла ачасем урама хӑйсем тӗллӗнех тухма ӗлкӗрнӗ.
Владимир Захаров 82 ҫулти старике тухма пулӑшнӑ, унтан пӳртри япаласене ҫӑлмашкӑн татах шала кӗнӗ. Документсене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ: ҫурт шалтан хӑвӑрт ҫунса пӗтнӗ.
Пушарнӑйсем килнӗ хыҫҫӑн ҫулӑм ҫур сехетрен сӳннӗ. Пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑшӑн тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем пӑлтӑрта кӑвайт чӗртнӗ-мӗн.
Владимир Захаров чӑн-чӑн паттӑр. Вӑл ҫулӑмран хӑраса шала кӗмен пулсан мӗн пулӗччӗ-ши? Тӗрӗссипе, Владимир Захаров фермерӑн биографийӗнче кунашкалли пӗрре кӑна мар. Темиҫе ҫул каялла вӑл ҫунакан пӳртрен ватӑ хӑрарӑма илсе тухнӑ.
Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май район-хуласенче тӗрлӗ конкурссем, мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа халӑхӗ кӑҫал чылай ӗҫ тума тӗллевленнӗ.
Елчӗк районӗнче «Театр тӗнчинче» конкурс фестиваль йӗркеленӗ. Ҫак конкурса хутшӑнмашкӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗ тата унӑн филиалӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Аслӑ Таяпасем Виссарион Синичкин ҫырнӑ «Ҫулӑмсӑр тӗнче» камите сцена ҫинче лартнӑ. Ку постановка клуба пуханнӑ ҫынсене ӑш хытичченех култарнӑ. Е.Сапожникова библиотекарь Вера рольне калӑпланӑ. Кӗтерук — Л.Горшкова, Л.Колсанов — Володя, И.Львова Валя пулнӑ. Пурте рольсене ӗненмелле вылянӑ.
Шуршу ялӗнче халӑх Николай Айзман ҫырнӑ «Спирукпа Марук» камите курма пухӑннӑ. Чӑваш Тӑрӑмсем Б.Лисаев ҫырнӑ камите сцена ҫинче калӑпланӑ. Хвастуркин арӑмне вылякан Н.Волкова артистран кая мар пулнӑ.
Кун хыҫҫӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗнче театр кружокне ҫӳрекенсем чӑвашсен ӗлӗхи йӑлине «Улах ларнине» кӑтартнӑ.
Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина.
Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, Канаш хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир).
Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |